Чãваш чĕлхипе литература урокĕсенче çĕнĕ технологи мелĕсемпе ĕçлесси.

  1. Материалы для учителя
  2. ИЗО, МХК

Автор материала: Кушманова Надежда Валерьевна

Содержимое документа:

Чãваш чĕлхипе литература урокĕсенче çĕнĕ технологи мелĕсемпе ĕçлесси.

Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн

«Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»

муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕ

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Кушманова Н.В.


Кашни учитель – хãйне евĕр тĕпчевçĕ. Ĕç тухãçлãхне ÿстермелли мелсемпе формãсем шырасси куллен пурнãçламалли ĕçсенчен чи кирли пулса тãрать.

21 ĕмĕр комрьютер ĕмĕрĕ тетпĕр. Вĕрентÿ ĕçĕн тухãçлãхĕ вара учитель компьютер технологийĕсене еплерех алла илнине тÿррĕнех çыхãннã. Хамãн ĕçре те компьютерпа ĕçлесе май паракан çĕнĕ формã – модуль технологийĕсем уйрãмах тухãçлã пулни сисĕнет. Проект меслечĕ кашни ачапа тĕллевлĕ ĕçлеме меллĕ. Хãюсãртарах именчĕкрех ачасене те ушкãн ĕçне явãçтарма май парать. Районта иртекен наукãпа практика конференцийĕсене хутшãнни те ачасен шырав, тĕпчев ĕçĕсене пуянлатса пыма май парать.

Кĕçĕн класран пуçласах аслã класа çитиччен ачасем ку ĕçе хутшãнма хавас. Докладсене класс умĕнче вуласа пани, кайран сÿтсе явни ачасен асĕнче чилайлãхах юлать.

Интерактивлã технологисен никĕсĕ çинче йĕркелесе ирттерекен ĕçлĕ вãйãсем, тренингсем, дистутсем тата ытти мелсемачасене кãсãклантарса ямалли, вĕренÿри мативацине ÿстермелли паха формãсем пулса тãчĕç.

Уйрãмах чãваш чĕлхине йãла – йĕркесемпе çыхãнтарса ĕçленĕ чухне те, темãсемпе йĕркелес ĕçре те ИКТ пурри питĕ меллĕ. Хальхи çĕнĕ меслетсене уроксенче усã курассине малти вырãна хуратпãр (пуçпа шухãшласа тĕп ыйтãва татса парасси, ушкãнпа тавлашса тĕп ыйту тĕввине тупасси, роль тãрãх вãйãсем йĕрелесси тата ытти те.).

Литература урокĕсенче те вĕрентнĕ вĕн çĕнĕ технологийĕсем паракан майсемпе туллинрех усã курма тãрãшатãп. Çакã уроксене илĕртÿллĕрех тума, вĕренекенсен тимлĕхне тата пĕлÿ пухас туртãмне ÿстерме пулãшать.

Пĕр-пĕр сãвã е хайлавãн сюжет йĕрне ãс-тãнра çирĕплетсе хãвармашкãн шÿтлĕ ÿкерчĕксемпе усã курни паха. Вĕсене пĕр-пĕр пултаруллã ача маларах ÿкерсе хатĕрлет, урок вãхãтĕнче проектор пулãшнине экран çине кãларатпãр. Ÿкерчĕксем айне çырнã глаголсем пĕр-пĕр сãвва пãхмасãр калама пулãшаççĕ. Хайлава рольсем тãрãх вулама та, унãн содержанине çыхãнуллã каласа пама та пулать – çакã вĕренекенсен пуплевне аталантарма пулãшать.

Ачасем уйрãмах пĕтĕмлетÿ вырãнне кластер тума юратаççĕ.

Т: çãмãлттай – Ваççа – вĕçкĕн

каппайчãк

мãн кãмãллã

Илемлĕх мелĕсене курма вĕрентни те питĕ пысãк пĕлтерĕшлĕ. Пур ача та вĕсене юратсах шырамасть. Синвэйн мелĕ вара ку ĕçе тата та çãмãллатать. Кãна та ачасем юратсах ĕçлеççĕ.

Тĕпчев ĕçĕсене йĕркелеме те çãмãл мар, анчах та унãн усси пысãк. Вãл ачана творчествãлла шухãшлама, хãй тĕллĕн ĕçлеме хистет, ãс – тãнне, пуплевне аталантарать.

Çак творчествãллã ĕçсене тĕрĕс, пĕлсе йĕркелени ачасен вĕренес кãмãлне çĕклет, вĕсен пултаруллãхне аталантарать, пурнãçра хãйсен вырãнне тупма пулãшать.

Г.Н.Волков калашле, ачасене юратмасãр, хисеплемесĕр шкулта ĕçлеме çук. Вĕсене кĕнекепе ткслаштармасãр тарãн пĕлÿ пама çук. Ачасене чãваш ãспурлãх, ãс-хакãл, тĕн, йãла-йĕрке енĕпе ĕçлеттерес тесе (юлашки çулсенче) тãрãшатãп. Чãн-чãн ãс-хакãл, чун-чĕре, сывлãх енчен çирĕп чунлã граждан çавãн пек тãрãшуллã пулмалла та, пур енчен те пуян тавра курãмлã ÿсмелле.

Юман пĕтсен чãваш пĕтет, чãваш пĕтсен тĕнче пĕтет теççĕ. Апла пулсан эпир пĕтекен халãх мар. Тãвалла пулсан та малалла!


Предпросмотр онлайн:

Скачать 34.80 Kb

Посмотрите также:

— Конструкции вывода-обоснования в форме сложноподчиненных предложений с противительно-условными отношениями в мокшанском языке
— Мақала. Статья. Қазақ аңыз-әңгімелерінің жасалу жолдары
— Мақала. Статья. Бастауыш сыныптарда ойын технологиясының тиімділігі
— Статья-размышление "Как пятиклассники "пришили " бедняжку Джонси".
— Формирование личностных универсальных действий согласно ФГОС второго поколения