Класс тулашĕнчи ĕçсем ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмне ÿстерни

  1. Материалы для учителя
  2. ИЗО, МХК

Автор материала: Кушманова Надежда Валерьевна

Содержимое документа:

Класс тулашĕнчи ĕçсем ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмне ÿстерни

Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн

«Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»

муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕ

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Кушманова Н.В.


Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.

Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать.

Урок тулашĕнче е класс тулашĕнче ирттерекен ĕçсем – ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсем. Çакна шута илсе, тĕпе хурса эпир, Елчĕкри вăтам шкул вĕрентекенĕсем, шкул пурнăçĕнче асăннă майсемпе анлă усă куратпăр.

Класс тулашĕнчи ĕç-хĕлсем – ачасемшĕн савăнăç. Вĕсенчен кашниех мĕнпе те пулсан пултаруллă. Пĕри лайăх ташлать, тепри аван юрлать, сăвă калать т.ыт.те. Уявсене хутшăннă чух ачан шухăшлама та, пуплеве аталантарма та тивет, анчах та ку хистенипе мар, хăй ирĕкĕпе пулса пыни паха. Ачана шухăшлама вĕрентесси, унăн пуплевне аталантарасси – пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕсем. Шухăшлама вĕреннĕ ача вара вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пырать.

Класс тулашĕнчи ĕç пирĕн шкулта нумай енлĕ пулса пырать. Тĕп тĕллевĕ – хутшăну. Çыравçăсемпе тĕл пулу чылай йĕркеленĕ эпир. В.Туркай, А.Тимофеев, В.Кузьмина – артистка т.ыт.те пирĕн шкулта ачасемпе тĕл пулса хутшăннă.

Йăла-йĕрке уявĕсем ирттерсе те хавхаланатпăр вĕренекенсемпе. Акă нумаях пулмасть çу кунĕсем çывхарнă чух «Çăварнин» ырă саманчĕсем, пархатарĕ ачасен асĕнче юлчĕ.

Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче илемлĕ те пысăк уяв – чăваш тумĕн уявне йĕркелерĕмĕр. Ку уява ирттерме ЧР тава тивĕçлĕ культура деятелĕ З. Воронова, чăваш, СССР халăх артистки В. Кузьмина пулăшрĕç, ачасемпе тачă çыхăну тытрĕç.

Çавăн пекех шкулта кашни çул чăваш чĕлхипе литература эрни иртет.Ачасем хаваспах çак уява кăмăлтан хутшăнаççĕ.Вĕсем Чăваш Енре иртекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцине те хутшăнмасăр юлмаççĕ.


Класс тулашĕнчи ĕçсем? Мĕнле ирттермелле вĕсене? Мĕнле майпа йĕркелемелле? Шкул ачисене ĕçе явăçтарас тесен мĕнле меслетлĕхсене алла илсе ирттермелле чăваш чĕлхипе хатĕрленĕ класс тулашĕнчи ĕçсене? Пирĕн шутпа, паянхи шкул ачи тăван чĕлхене, халăх культурипе унăн историне кăсăкланса вĕрентĕр тесен класс тулашĕнчи ĕçсем пысăк шайра иртмелле. Чи малтан вĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттермелле. Кластерсем, синквейнсем, фишбоунсем, «пурнăç йывăççисем» туни – ачасене чăваш чĕлхипе интересленме, ăна тĕпчеме хавхалантараççĕ. Класс тулашĕнчи ĕçсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха ахаль урокран? Кун йышши ĕçсене мĕнле тĕллевпе ирттермелле? Вĕсене час-часах ирттермелле е çук?

Класс тулашĕнчи ĕçсене ирттернĕ чух вĕрентекен пурте пĕлекен мелсемпе, хатĕр методика кăтартăвĕсемпе усă курсах ĕçлет. Ку уроксенче ачасем, паллах, кирлĕ пĕлÿ илсе вĕсене çирĕплетсе пыраççĕ. Класс тулашĕнчи ĕçсем çакăн пек тапхăрсенчен тăма пултараççĕ:

  1. пĕр-пĕр материала (илемлĕ литературăран панă хушма хайлава е чĕлхе материалне) мĕнле вуласа хатĕрленнине тĕрĕслени;

  2. вуланă материала тĕрлĕ меслетсемпе усă курса тишкерни;

  3. ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлани;

  4. тишкернĕ материала (хайлава) ытти материалсемпе ( ытти хайлавсемпе) танлаштарса пĕтĕмлетÿ туни;

  5. киле ĕç пани

Вĕренекенсемшĕн «трафаретлă» уроксем кичем, çавăнпа та вĕсен вĕренес ĕмĕтсем сÿнсех пыраççĕ. Мĕншĕн тесен кунран кун пĕр пек япала çав тери йăлăхтарса пырать. Кун пек чухне тăван чĕлхене юратас, литературăна тишкерсе ăна тарăнрах ăнланма пулăшас пулăма аталантарасси çинчен калаçни кăлăхах.

Класс тулашĕнчи ĕçсем ахаль уроксенчен чи малтан çĕнĕлĕхпе, илĕртÿлĕхпе, интересĕпе уйрăлса тăраççĕ. Кашни ĕç хăйне евĕр илĕртÿллĕ, вĕрентекен хăй кăна пĕлекен мелсемпе усă курса иртет. Кун пек ĕçсенче чи малтан вĕренекенсен пултарулăхне, вĕренÿ шайне шута илни паха.

Ачасене тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене, литературăри сăнарсене хаклама вĕрентес мелсем çав тери нумай.

ИКТ мелĕсемпе ирттерекен уроксем ачасене çĕнĕ туйăм, хăват вĕрсе кĕртме пултараççĕ. Анчах час-часах ирттерме май пур-ши çакăн йышши класс тулашĕсенчи ĕçсене?


Палах, кун пек уроксене пĕр класрах час-час ирттерме май çук, мĕншĕн тесен:

  1. кун пек уроксене ирттерме учителĕн нумай хатĕрленмелле;

  2. кашни темăпах кун йышши уроксене ирттерме йывăр.

Вăйă урокĕсене ытларах чухне пĕр пысăк темăпа паллашнă, ăна тишкернĕ хыççăн ирттерме аван. Чăваш чĕлхипе «Япала ячĕ», «Паллă ячĕ», «Глагол», «Наречи»… ИКТ мелĕпе усă курса класс тулашĕнче те вăйă урокĕ, семинар, е пĕрлештернĕ урок ирттерме пулать!


Пурнăç пĕр утăм чакмасăр малаллах шăвать. Учительсем те пурнăç уттинчен кая юлмасăр вĕрентÿ ĕçне çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлеççĕ. Халĕ кашни шкултах компьютер, мультимедийлă проекторсем пур – вĕсем уроксене ирттерме çăмăлллăхсем кÿреççĕ. Çĕнĕ методика кăтартăвĕсемпе тĕрĕс усă курса хатĕрленĕ класс тулашĕнчи ĕçсен те, уроксен те тухăçлăхĕ пысăкрах. Пĕтĕçтернĕ (интегрированный) уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем ирттерни вара ачасене тĕрлĕ предметсен хушшинчи çыхăнăва туйма, чухлама, тĕпчеме май парать. Вырăс тата чăваш чĕлхипе çыхăннă материалсене пĕтĕçтерсе ирттерсен ачасем икĕ чĕлхе хушшинчи пĕр пеклĕхсене, уйрăмлăхсене сăнама, туйма вĕренеççĕ. Пĕтĕмлетÿсем туса чĕлхесемпе кăсăкланма пуçлаççĕ, наука тата тĕпчев ĕçне явăçаççĕ, пĕлĕвĕпе тавракурăмне анлăлатса пурнăçра хăйсен вырăнне тĕрĕс тупса палăртма хăнăхаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ И. Я. Яковлев каланă: «Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс», - тесе.


Курăмлăх хатĕрĕсем, ИКТ, ЦОР усă курни икĕ чĕлхене танлаштарса вĕренме май парать, техника хатĕрĕсĕмпе пĕлсе усă курни – ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратса вĕренме хавхалантарать, материала тарăнрах ăса хывма майсем туса парать.

Вĕрентекен хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе, ИКТ мелĕсене тĕпе хурса ĕçлемелле. Компьютерпа, интернетпа туслашмалла, мĕншĕн тесен шкулта вĕсене пĕлмесен, хальхи вăхăтра пурнăçра тĕрлĕ чăрмавсем тухса тăрĕç, вĕренÿ программи ку ĕçе кирлĕ шайра туса пымаллине палăртать. Пирĕн çĕр-шывра юлашки пилĕк çул хушшинче темĕн тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем, улшăнусем пулса иртнине пурте сисеççĕ те, туяççĕ те. Юратнă республика та тĕрлĕрен наци проекчĕсене хутшăнать, вăй илсе пырать, вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртет. Вĕренекенсем вара информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курнă класс тулашĕнчи уроксене те хапăлласах йышăнаççĕ. Вĕсен усси кÿç умĕнчех – ачасем чăвашла юратсах вĕренеççĕ. Анчах та кĕнеке лавккисене хатĕр электрон учебникĕсем сахал пулни, е пачах та çукки – вĕрентекене хăйне кирлĕ презентацисем, роликсем, тестсем хатĕрлеме хистет.


Пурнăçланă ĕçпе кăна çырлахасшăн мар-ха эпир. Пулас вĕренÿ çулĕ валли те кăсăк та пархатарлă ĕçсем палăртса хунă. Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан, ачасем хаваспах ырă ĕç тума килĕшессе шанса пурăнатпăр. Сире те вăй патăр!





Предпросмотр онлайн:

Скачать 20.08 Kb

Посмотрите также:

— Конструкции вывода-обоснования в форме сложноподчиненных предложений с противительно-условными отношениями в мокшанском языке
— Мақала. Статья. Қазақ аңыз-әңгімелерінің жасалу жолдары
— Мақала. Статья. Бастауыш сыныптарда ойын технологиясының тиімділігі
— Статья-размышление "Как пятиклассники "пришили " бедняжку Джонси".
— Формирование личностных универсальных действий согласно ФГОС второго поколения